Ҫак эрнере, шӑматкун, Шупашкар район центрӗ, Кӳкеҫ, хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унта пурӑнакансене уяв ячӗпе саламланине ҫакса хунӑ. Вӗсенчен пӗри «уралнӑ кун ячӗпе, юратнӑ поселок» тесе курӑнать. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ларакансем шӑпах ҫавӑнтан тӑрӑхлама пуҫланӑ та.
«Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) ушкӑнра «Мана тӗрӗсех куҫарса пачӗҫ-и? Кӳкеҫсене урӑлнӑ ятпа саламлаҫҫӗ-и?» тесе вырӑсла ҫавӑрттарнӑ, сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ.
Михаил Вансяцкий журналист: «Кӳкеҫри саламсем — ку вӑл уйрӑм юрӑ. Ӑна хаваслӑ ачасем ҫакаҫҫӗ. Хуняма ҫурчӗ патӗнчен шӳтлемесӗр иртместӗп. Никама та кӳрентерес мар тесе ҫакна ӑнлантарам: чӑвашла эп виҫҫӗлӗх пӗлетӗп, арӑм куҫарса пачӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра.
Чӑваш чӗлхи мӗн тума кирлӗ? Ҫакнашкал ыйту хӑш-пӗр ҫынсенчен час-часах илтме пулать. Чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне туйманнипех ӗнтӗ хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ, хӑйсем те сисмен хушӑра, ачисене вырӑсла ҫитӗнтереҫҫӗ. Мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ҫак ыйту сиксе тухать. Ача пахчине каймалла ачан? Каймалла. Унта вара пурте вырӑсла калаҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, мантарӑн ачи ыттисемпе хутшӑнма пултартӑр тесе ӑна мӗн пӗчӗкрен садике хатӗрлесе вырӑсла калаҫса ӳстермелле.
Шкул ҫулне ҫитсен вара чӑваш чӗлхине пӳлекен тепӗр чикӗ сиксе тухать. 1–4 класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ачан экзамен тытмалла, тӑватӑ ҫул хушшинчи пӗлӳ пухнине ҫирӗплетсе кӑтартмалла. Вӑл вара — вырӑсла. Ача тӑватӑ ҫул чӑвашла вӗреннине хальхи вӗренӳ системи пӑхса та тӑмасть, ним шутне та тӑратмасть — ачан хуть те мӗнле экзамена вырӑсла тытмалла. Кайран тепӗр чӑрмав — вӗренӳ процессӗ вырӑс чӗлхи ҫине куҫать. Чӑрмав тесе эп ӗнтӗ чӑваш чӗлхин кирлӗлӗхне ҫул паман пулӑма калатӑп. Ҫитӗннӗҫемӗн вӗсен йышӗ нумайланса та нумайланса пырать — ОГЭ, ЕГЭ, аслӑ шкула вӗренме кӗрес тесен экзамен йӑлт вырӑсла.
Сайтри йӑнӑшсем пирки пӗлтермелли хатӗре ҫӗнетни пирки хыпарлатпӑр. Малашне Ctrl+Enter пуссан эсир тупнӑ йӑнӑшсем пирӗн пата ҫитӗҫ (аса илтеретпӗр, вӗсене харӑс пусмалла). Ку сайтри йӑнӑшсене пӗчӗклетме май парӗ.
Унччен маларах унашкал механизм пирӗн сайтра пурччӗ, вӑл Orphus системӑпа усӑ курса ӗҫлетчӗ. Шел те, вӗсен системи ӗҫлеме пӑрахнӑран пирӗн сайтра та йӑнӑшсем пирки пӗлтермелли хатӗр юрӑхсӑра тухрӗ. Хальхинче эпир Mistakes ятлине вырнаҫтартӑмӑр. Йӑнӑш пӗлтерме вӑл хамӑр сайтпа кӑна усӑ курӗ, ӗҫленӗ чухне ытти ресурссене пӑхӑнса тӑмӗ.
Сӑмах май, аса илтеретпӗр, чӑвашла ҫырнӑ чухне Libre Office-ра тата Mozilla Firefox-ра ятарлӑ тӗрӗслев хатӗрӗсене лартма пултаратӑр. Тӗплӗнрех — Hunspell хатӗрӗн сайтӗнче.
Пушкӑртстанри чӑвашсен вырсарни шкулӗнче ӗҫлекенсене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерме шантараҫҫӗ. Асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Ирина Кузьмина ҫакӑн пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗ.
«Вырсарни шкулне мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр? Ӗпху хулинче чӑваш культура центрӗ хӑҫан уҫӑлӗ-ши тесе вунӑ ҫул ҫеҫ ӗмӗтленместпӗр ӗнтӗ. Ҫак ӗмӗт пурнӑҫа кӗрес патнех ҫитрӗ темелле. Чӑваш культура центрне уҫма ҫурт та тупӑнчӗ. Анчах укҫа-тенкӗ ҫуккипе унта икӗ ҫул ӗнтӗ нимӗнле юсав ӗҫӗ те ирттермен. Тен, чӑвашсен хушшинче ҫак ӗҫе ниме туса пурнӑҫлас текенсем тупӑнӗҫ. Тытӑнӗҫ те ӗҫе вӗҫне ҫитерӗҫ», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Унта палӑринӑ тӑрӑх, Калинин районӗнчи Чӑваш вырсарни шкулӗнче занятисем авӑн уйӑхӗн пӗрремӗшӗнчен пуҫланӗҫ. Халӗ педагогсем шыраҫҫӗ. Унта валли музыка, вокал, ташӑ преподавателӗсем тата чӑваш чӗлхипе литература учителӗ кирлӗ-мӗн. «Ытти ҫӗртен килнӗ вӗрентекенсене, енчен те вӗсем хӑйсен тивӗҫне пӗр ҫулталӑк хушши пурнӑҫласан, пурӑнмалли тӳлевсӗр ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ», — шкул ертӳҫи.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-967-45-41-303, 8-917-75-15-903.
Чӑвашла калаҫнӑшӑн пӑтӑрмах сиксе тухни сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумай ҫул хушши Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан Валентина Никитина тӑван ялне таврӑннӑ чухне транспортра пӗрле лартса пыракан пӗр хӗрарӑм ӑна телефонпа тӑван чӗлхепе калаҫнӑшӑн ятлама пикеннӗ, автобус водителӗ вара вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварассипе хӑратнӑ.
Иртнӗ эрнекун Ямаш хӗрӗ Валентина «Канаш автовокзалӗ» акционерлӑ обществӑна ҫыру ҫитернӗ — асӑннӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн унашкал тискер япаласем сиксе тухасран тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма ыйтнӑ. Ҫыру копине вӑл пирӗн редакцине ҫитерчӗ. Заявленинче Валентина чӑваш чӗлхи республикӑра патшалӑх чӗлхи шайӗнче пулнине, ӑна пирӗн патшалӑх — Чӑваш Республики — хӳтӗлени пирки асӑрхаса каланӑ. Хуравне те вӗсенчен чӑвашла кӗтет.
Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ те автовокзалтан комментари кӗтет, хальлӗхе вӗсенчен хурав ҫитеймен-ха. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни пирки эпир сӑнасах тӑрӑпӑр.
Пирӗн республикӑри чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене 100-шер пин тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах, тӳрех уҫӑмлатар, кашни педагога мар. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине ӑша хывтаракан ачасем ҫав предметсемпе тӗрлӗ шайри олимпиадӑра мала тухнине е ҫӗнтернине шута илнӗ. Тата тепӗр самант та пур: чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене кӑна мар, тутар тата мордва чӗлхисен олимпиадисенче палӑрнӑ ачасемшӗн те вӗсен вӗрентекенӗсене хавхалантарма йышӑннӑ.
Тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен кӑмӑлне укҫан ҫӗклес йӑлана пирӗн республикӑра пӗлтӗр пуҫласа йышӑннӑччӗ. 2018 ҫулта 16 вӗренекен палӑрнӑ. Вӗсенчен ҫиччӗшӗ ҫӗнтернӗ, 9-шӗ малти вырӑнсене тухнӑ. Ҫавӑншӑн 18 педагога 100-шер пин тенкӗ преми лекӗ. Пӗлтӗр вӑл нухрата 19 педагог тивӗҫнӗ.
«Канаш» – «Ямаш» маршрут ҫинче чӑвашла калаҫнӑшӑн ятлани пирки, ҫавӑншӑнах вырӑна ҫитермесӗр антарса хӑварнипе хӑратни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ку пӑтӑрмах Ямаш хӗрӗпе Валентина Никитинӑпа утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулса иртнӗччӗ.
Фейсбукра ҫакӑн пирки пӗлтернӗ хыҫҫӑн чылайӑшӗ харкашу чӑваш чӗлхи пирки мар, ытла хытӑ калаҫнинчен пуҫланнӑ пуль тесе иккеленнӗ. Ӗнер вара Валентина ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни пирки хӑй каласа панӑ. Хӗрарӑма та, водителе те чӑвашла калаҫниех килӗшмен иккен. Руль умӗнче ларакан ҫын Ямаш хӗрӗ тӑван чӗлхепе ан пуплетӗр тесе автобуса та чарнӑ. Телефона сӳнтерсен кӑна транспорта хускатса малалла ҫула тухнӑ.
Лару-тӑрӑва уҫӑмлатнӑ май Валентина хӑй Мускавра нумай ҫул пурӑннине, Раҫҫей тӗп хулинче те, чикӗ леш енче те чӑвашла калаҫни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑншӑн ӑна ниӑҫта та никам та кӳрентермен, тӑван чӗлхепе калаҫма чарман. Хальхи вӑхӑтра Валентина ҫак пӑтӑрмаха пуҫарнӑ ҫынсене явап тыттарас енӗпе ӗҫлет.
Чӑваш халӑх сайчӗ лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрӗ. Канаш автовокзалӗнчен эпир комментари ыйтса ярса, халлӗхе хурав ҫитеймен-ха.
Ку пӑтӑрмах пирки Олеся Руссакова журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле истори Олесьӑн Мускавра вунӑ ҫул ытла пурӑнакан тусӗпе сиксе тухнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, хайхи вӑл Канашран тӑван ялне Чарпуҫа маршруткӑпа килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тусӗпе телефонпа тӗлпулу вырӑнне чӑвашла калаҫса палӑртнӑ. Маршруткӑри пассажирсенчен пӗри вырӑсла калаҫмалла тесе сиксе ӳкнӗ, водитель те чӑвашла пуплекене юратман хӗрарӑм-пассажира майлӑ пулса вӑрҫнӑ.
Пӗрремӗш каналпа паян кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма сакӑр теҫетке ҫула ҫывхаракан чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Александровна (тӗрӗс илтрӗм пулсан. — Авт.) хутшӑнчӗ. Икӗ ҫулта тӑлӑха юлнӑскерне аппӑшӗ пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, — иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр.
Тутарстанра ӳснӗскер, Узбекистанри Бухара хулинче 25 ҫул ӗҫленӗскер чӑвашла, вырӑсла, узбекла такмаксем каларӗ, пуплерӗ, Шупашкара салам ҫитерчӗ.
Хастар хӗрарӑм хӑйне валли телекӑларӑм ертӳҫинчен Леонид Якубовичран ноутбукпа телефон ыйтрӗ. Хӑй вӑл ватӑ иккенне палӑртрӗ, тӑлӑх ӳснине, вӑрҫӑ нушине курнине аса илтерчӗ, сусӑр пулнине пӗлтерчӗ. Леонид Якубович кӑларӑм йӗркине пӑсма килӗшрӗ, чӗрӗ чӑваша ноутбукпа телефон парнелерӗ.
Пушкӑртри патшалӑх университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗн тутар тата чӑваш филологийӗн кафедри тӑван чӗлхе педагогӗ пулма вӗренме илессине йышӑнаҫҫӗ.
«Паянхи куна пирӗн 16 бюджет вырӑнӗ ҫеҫ юлчӗ. Кам пирӗн пата вӗренме кӗреет, студент пулса тӑраять, вӑл академиллӗ стипенди (1600—2000 тенкӗ), уйрӑм условисенче социаллӑ стипенди (5000—7000) е лайӑх вӗренсен пысӑк стипенди (6000-12000 таран) илсе пурӑнма пултарать.
Килӗрех! Ырӑ сунса кӗтетпӗр сире!
Колледж, техникум, училище выпускникӗсем аслӑ вӗренӳ заведенийӗн тӗрӗслевӗ витӗр иртӗҫ, вӗсене ППЭ результачӗсем кирлӗ мар!» — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Иван Тарасов.
Унта сӑмах «Педагогика пӗлӗвӗ (икӗ хатӗрлев профильлӗ). Тӑван (тутар, чӑваш) чӗлхе тата литература. Ют (акӑлчан) чӗлхе» направлени пирки пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хирпӳ Григорий Яковлевич, паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |